| 1661 | Выльӑх-чӗрлех алла пӑхать. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1662 | Выльӑх-чӗрлӗх пӑхмасӑр пулмасть теҫҫӗ. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1663 | Выльӑха ан хапсӑн. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1664 | Выльӑха ан хӗрхен, вӑл сана хӗрхенмест. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1665 | Выльӑха апатпа ачашла. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1667 | Выльӑха пуссан хӗрхенме юрамасть теҫҫӗ. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1666 | Выльӑха пуҫӗнчен тытаҫҫӗ, армана — хӳринчен. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1668 | Выльӑха сӗлӗ ан ҫитер, ача-пӑчана кулач ан ҫитер. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1669 | Выльӑха темӗн чул хӗртсен те вӑл хирӗҫ калама пултараймасть. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1670 | Выльӑха хӗрхенекен — ырӑ ҫын. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1671 | Выльӑха хӗрхенекен ҫук, тӑлӑха ачашлакан ҫук. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1672 | Выльӑхӑн ӑсӗ ҫук. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1673 | Выльӑхӑн та чунӗ пур. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1674 | Выльӑхпа выльӑх та пӗр тан мар. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1675 | Выльӑхшӑн пулсан апат тутлӑ пултӑр. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1676 | Выльӑхшӑн та ҫулталӑкра пӗрре уяв килет. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1820 | Выҫӑ йӑтта тутти ҫулать теҫҫӗ. | Йытӑ |
| 1734 | Еркӗш вӑкӑр тӑрук чӗҫкӗрнӗ тет. | Вӑкӑр |
| 1754 | Ӗне — сӗчӗпе, этем — ӗҫӗпе. | Ӗне |
| 1736 | Ӗне анчах пӗр апата икӗ хут кавлет. | Ӗне |
| 1738 | Ӗне вилсен уйран ҫӳпҫи туянмаҫҫӗ. | Ӗне |
| 1739 | Ӗне вилсен юр-вар пӗтет. | Ӗне |
| 1740 | Ӗне выльӑх ӗнсене хырать. | Ӗне |
| 1741 | Ӗне выльӑх мӗн ҫинине ытлашшипех тавӑрса парать. | Ӗне |
| 1737 | Ӗне ӗҫнипе тинӗс типес ҫук. | Ӗне |
| 1742 | Ӗне йӑли — кавлесси, лаша йӑли — йӑваланасси. | Ӗне |
| 1743 | Ӗне каяшӗ ҫемҫе те, усси сахал. | Ӗне |
| 1744 | Ӗне мӑйраки лашана кирлех мар. | Ӗне |
| 1745 | Ӗне мӑйракипе укҫа сӗнет, лаша — кайри урипе. | Ӗне |
| 1746 | Ӗне пӑруланӑ чух вӑкӑрӑн та хӳри ыратнӑ. | Ӗне |
| 1747 | Ӗне пӑруласан — ӗне ырри. | Ӗне |
| 1748 | Ӗне пӑрушӗ ӗне сума ӳркеннӗ. | Ӗне |
| 1749 | Ӗне пулсан сӗт пулӗ, сӗт пулсан ҫу та пулӗ. | Ӗне |
| 1750 | Ӗне пур — ӗмӗт пур. | Ӗне |
| 1751 | Ӗне пуррин сӑй та пур. | Ӗне |
| 1752 | Ӗне сӗт парасшӑн, мӑкри сикесшӗн. | Ӗне |
| 1753 | Ӗне сӗчӗ чӗлхинче, чӑх ҫӑмарти сӑмсинче. | Ӗне |
| 1755 | Ӗне суранӗ курака юранӑ. | Ӗне |
| 1756 | Ӗне ҫиллинче сӗт йӳҫӗхмест. | Ӗне |
| 1757 | Ӗне ҫине ҫилленсе сӗт чӳлмекне ватас мар. | Ӗне |
| 1758 | Ӗне ҫинче йӗнер килӗшмест. | Ӗне |
| 1759 | Ӗне ҫук ҫӗрте качакана та сӗт ҫӑлли теҫҫӗ. | Ӗне |
| 1760 | Ӗне ҫын ури ҫине пуссассӑн: «Ах, хытӑрах пусмаллаччӗ», лаша кӑшт пуссанах: «Ӑх, хытӑ пусрӑм», — тесе пӑшӑрханать. | Ӗне |
| 1761 | Ӗне тӑранать, улпут тӑранмасть. | Ӗне |
| 1762 | Ӗне те йӗтӗрмесӗр сӗт памасть. | Ӗне |
| 1763 | Ӗне тулашма тытӑнсан лашаран усал. | Ӗне |
| 1764 | Ӗне упа мар, урине ҫуласа хӗл каҫмасть. | Ӗне |
| 1765 | Ӗне хӑй пӑрушне сӗксе вӗлернӗ. | Ӗне |
| 1766 | Ӗне хӗрарӑма тӗс, лаша арҫынна тӗс. | Ӗне |
| 1767 | Ӗне хӳри те хӑйшӗн ытлашши мар. | Ӗне |